Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Данилов Анатолий Васильевич


Данилов Анатолий Васильевич — чӑваш ӳнерҫи. 1954 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканашра ҫуралнӑ.

1990 ҫултанпа СССР ӲП пайташӗ. Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (2000). 1997 ҫултанпа педагогика ӑслӑхӗсен кандидачӗ.

Пурнӑҫӗ

1980 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи ӳнерпе графика факультетӗнчен, 1989 ҫулта Мускав патшалӑх педагогика институчӗн аспирантуринчен вӗренсе тухнӑ.

Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче малтан преподаватель, кайран аслӑ преподаватель пулса ӗҫленӗ. 1999 ҫултанпа — университетӑн доценчӗ.

Пултарулӑхӗ

«Кун иртрӗ, ҫу вӗҫленчӗ» — Анатолий Данилов чи паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри шутланать.

Тӗп ӗҫӗсем

Каҫӑсем


 
Категорисем: Данилов Анатолий Васильевич

Тулли верси :: Статья каҫми